Пултаруллă шкул ачисене тупса палăртас, вӗсене малалла аталанса çӗнӗ çитӗнўсем тума хавхалантарас, чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе Чăваш чӗлхи кунне тата Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне, Çемье çулталăкне халалласа ака уйăхӗн 22 – мӗшӗнче муниципалитет шайӗнче «Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» пултарулăх конкурсӗ иртрӗ.
Жюри текста тӗп-тӗрӗс ăнланнине кăна мар, çавăн пекех текста сăнарлă тата пӗлтерӗшлӗрех тытăма, шала кӗрсе кайнине, сăмах çаврăнăшӗн пӗлтерӗшне, эстетика, ăс-хакăл, кăмăл-туйăм тӗлӗшӗнчен витӗм кӳме пултарнине хакларӗ.
Чăннипех те чăн – чăн уяв пулчĕ ку мероприяти. Ачасем чăваш тумĕсемпе пĕрин хыççăн тепри чуна тыткăна илмелле сăвăсем вуларĕç.
Шкул ачисем хушшинчи тытăçу хӗрӳллӗ пулчӗ. Вӗсем хăйсен пултарулăхӗсене «Ҫемье çулталăкне халалланă сăвăсем пăхмасăр калани», «Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă сăвăсем пăхмасăр калани» номинацисенче кăтартрӗç.
Çак конкурсра тӗрлӗ категорире хутшăнса Захарова Я. (6кл.), Макарова Е. (7кл.), Степанова Д. (9кл.) (вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.) пӗрремӗш вырăн йышăнчӗç.
Ҫӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр, вӗренӳре, ӗçре тата кулленхи пурнăçра çитӗнӳсем тума сунатпăр.