Тӑвай муниципалитет округӗн
Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче, ака уйӑхӗн 26- мӗшӗнче, вӗрентекенпе вӗренекенсем
“Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ” ҫырчӗҫ. Ӑна Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я.Яковлев
ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне
тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.
Акцин тӗп тӗллевӗ - чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне Чӑваш
Республикинче, Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсенче тата чикӗ леш енче сарасси; чӑваш
чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси.
Кӑҫалхи текста Юхма Мишшин "Ҫутлӑх паттӑрӗ" хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.