"Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» пултарулăх конкурсӗ иртрӗ

"Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» пултарулăх конкурсӗ иртрӗ

Шкул ачисен тата вӗрентекенсен пултарулăхне тупса палăртас, вӗрентекенсен паха опытне сарас, чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе Чăваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа ака уйăхӗн 20 – мӗшӗнче муниципалитет шайӗнче «Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» пултарулăх конкурсӗ иртрӗ. Жюри текста тӗп-тӗрӗс ăнланнине кăна мар, çавăн пекех текста сăнарлă тата пӗлтерӗшлӗрех тытăма, шала кӗрсе кайнине, сăмах çаврăнăшӗн пӗлтерӗшне, эстетика, ăс-хакăл, кăмăл-туйăм тӗлӗшӗнчен витӗм кӳме пултарнине хакларӗ. Чăннипех те чăн – чăн уяв пулчĕ ку мероприятии. Ачасем чăваш тумĕсемпе пĕрин хыççăн тепри чуна тыткăна илмелле сăвăсемпе И.Я. Яковлевăн халал пайсене вуларĕç. Конкурса икӗ çуллăх категорийӗпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденийӗсен 5-11 класӗнче вӗренекенсем тата чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем хутшăнчӗç. Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем тӗрлӗ номинацире тупăшрӗç: «Юрă-чун уççи» номинацире Кириллова Э.Н. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ) çӗнтерӳçӗ пулчӗ. Шкул ачисем хушшинчи тытăçу та хӗрӳллӗ пулчӗ. Вӗсем хăйсен пултарулăхӗсене «Яковлев вулавӗ», «Телейлӗ ачалăх», «Сцена ăсталăхӗ» номинацисенче кăтартрӗç. Казакова Я. (вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.) «Телейлӗ ачалăх» номинацире пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ. «Сцена ăсталăхӗ» номинацире çӗнтерӳçӗ ятне Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗн вӗренекенӗсем тивӗçрӗç (ертӳçи – Кириллова Э.Н.). Ҫӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр, вӗренӳре, ӗçре тата кулленхи пурнăçра çитӗнӳсем тума сунатпăр.