Кашни халӑхӑн хӑйӗн чӗлхи пур. Эпир - чӑвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Чӑваш чӗлхи пуррипе чӑваш халӑхӗ пур, мӗншӗн тесен чӗлхе нацие пӗлтерекен паллӑсенчен чи кирли - тӗп палли. Чӑваш чӗлхи чӑваш халӑхӗн наци чӗлхи пулса тӑрать.
Тӑвай муниципалитет округӗн Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче ака уйӑхӗн 18- мӗшӗнче чӑваш чӗлхи эрни уҫӑлчӗ. Чӑваш чӗлхи учителӗ Э.Н. Кириллова ачасене чӑвашсен аслӑ вӗрентекенӗ И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, 1-5 класра вӗренекенсем И.Я.Яковлев калавӗсем тӑрӑх сюжетлӑ ӳкерчӗксем ӳкерчӗҫ, чӑваш хаҫачӗ кӑларчӗҫ.