Регионсен шайĕнчи «Хусанкай вулавĕсем – 2023» фестиваль иртрĕ
Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 439 ача хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа кăтартрĕç.
Çакна палăртмалла, ачасен сăвă ритмĕпе рифмине тытса пырас хăнăху çирĕп вăй илсе пырать. Чи килĕшекенни вăл – фестивале хутшăнакан сăвă темине, П. Хусанкай шухăш-кăмăлне ăнланни, ăшри ырлăха сăмах витĕмĕпе кăтартма ăсталăх çитерни.
Çӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсем, Казакова Я. тата Захарова Я. призерсем шутне кӗнӗ. Саламлатпăр. Вӗсен ертўçине, Э.Н.Кириллована, тав тăватпăр. Малашне те çитӗнўсем туса пыма сунатпăр.