"Реклама тӗнчи» конкурс иртрӗ.

"Реклама  тӗнчи» конкурс иртрӗ.

Чăваш чӗлхине малалла аталантарас, халăх хушшинче сарас, пултаруллă шкул ачисене тупса палăртас, ачасен пултарулăхне аталантарма вӗсен ашшӗ-амăшне анлăрах  явăçтарас  тӗллевпе Чăваш Республикин вӗренӳ институчӗ тата Чăваш  наци конгресӗ юпа уйăхӗн 21-мӗшӗнче «Реклама  тӗнчи» конкурс ирттерчӗ.

      Конкурса пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренеӳ организацийӗсен 7-11 класӗсенче, аслă вӗренӳ заведенийӗсемпе професси вӗренӗвӗн  организацийӗсенче вӗренекенсем хутшăнчӗç.
     Вӗренекенсем  «Чи лайăх буклет»,  «Чи лайăх афиша» (пӗлтерӳ), «Чи лайăх буктрейлер», «Чи лайăх социаллă реклама», «Чи лайăх коммерци реклами», «Чи лайăх видеоролик»  номинацисенче тупăшрӗç.  
    Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче вӗренекенсем: Макарова А. (11кл.) «Чи лайăх видеоролик», Павлова Д.(10кл.) «Чи лайăх коммерци реклами»   номинацире хутшăнса хăйсен ӗçӗсене рекламăларӗç.    
     Ҫӗнтерӳçӗсен шутӗнче пулчӗç.   Вӗсене хатӗрлекенӗ Кириллова Э.Н.
      
     Çӗнтерӳçӗсене саламлатпăр, малашне те çитӗнӳсем  тума сунатпăр!