Геннадий Никандрович Волкова халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕн çĕнтерÿçисем паллă

Геннадий Никандрович Волкова халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕн çĕнтерÿçисем паллă

Кăçалхи «Хавхалану» фестивале хутшăнакансем  «Г.Н. Волков хайлавĕпе лартнă чи лайăх инсценировка», «Г.Н. Волков хайлавне чи лайăх вулакан», «Г.Н. Волков пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх уçса паракан интернет публикаци» номинацисенче тупăшрĕç.

Фестивале Чăваш Республикин тата тулайăн шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче вĕренекенсем тата педагогсем хутшăнчĕç.
«Г.Н.Волков хайлавне чи лайăх вулакан»  номинацире, 5-8-мӗш классем хушшинче, Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче  5-мӗш класра вӗренекен Казакова Я.  пӗрремӗш вырăн,  иккӗмӗш вырăн  Степанова Д., 8-мӗш класс, (вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.) йышăннине палăртрӗç.  Ҫӗнтерӳçӗсене  саламлатпăр, малашне те çитӗнӳсем тума сунатпăр.
Фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене 2022 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕнче  (Шупашкар хули, Мичман Павлов урамĕ, 78 çурт) чыслама палăртнă .