Шкул ачисен тата вӗрентекенсен пултарулăхне тупса
палăртас, вӗрентекенсен паха опытне сарас, чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне,
сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе Чăваш чӗлхи кунне тата Чăваш
Республикинчи Мухтавлă ентешсен, Тăвай тăрăхӗнчи сумлă та паллă çынсен çулталăкне
халалласа район шайӗнче «Янăра, чăваш чӗлхи!» пултарулăх
конкурсӗ иртрӗ.
Конкурса виçӗ çуллăх категорийӗпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденийӗсен 5-11 класӗнче вӗренекенсем тата чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем хутшăнчӗç.
Жюри членӗсем пӗр шухăшлăн пулса 5-6 класра вӗренекенсенчен иккӗмӗш вырăна Макарова Е. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.) йышăннине палăртрӗç.
7-8-мӗш классем хушшинче иккӗмӗш вырăна Степанова Д. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.) тивӗçлӗ пулчӗ.
9-10-мӗш класра вӗренекенсенчен пӗрремӗш вырăна Максимов Н. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.) йышăннине палăртрӗç.
Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем тӗрлӗ номинацире тупăшрӗç:
«Вокал» номинацире Кириллова Э.Н. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ) çӗнтерӳçӗ пулчӗ.