«Чăваш ташши» конкурс-фестивалӗ иртрӗ

«Чăваш ташши»   конкурс-фестивалӗ  иртрӗ

Ака уйăхӗн 23-мӗшӗнче  чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе районта  Чăваш чӗлхи кунне халалласа  «Чăваш ташши»   конкурс-фестивалӗ  иртрӗ. Конкурса тăватă çуллăх категорийӗпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденийӗсен 1-11 класӗнче вӗренекенсем  хутшăнчӗç.  

Жюри членӗсем пӗр шухăшлăн пулса  5-8 класра вӗренекенсенчен  «Задоринки» ушкăн  чăваш ташшипе çӗнтерӳçӗ пулнине  палăртрӗç. 9-11-мӗш класра вӗренекенсенчен «Задоринки» ушкăн чăваш ташшипе иккӗмӗш  вырăн йышăнчӗç. Чăваш вальсӗпе «Задоринки» ушкăн виççӗмӗш вырăнf  тивӗçлӗ пулчӗ.
       Çӗнтерӳçӗсене саламлар! Малалла та ăнăçу  сунар!  

Фотогалерея