Паян, ака уйǎхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Пуянкассинчи пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта Чăваш чěлхи кунне уявларěç. Шǎпах çак кун, 174 çул каялла, çут тӗнчене тǎван халǎха çутлǎх парнеленӗ Аслǎ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев çуралнǎ. Халǎха çутта кǎлараканǎн пархатарлǎ ӗçне чǎваш халǎхӗ яланах сума сǎвать, мӗншӗн тесен унǎн вӗрентӗвӗ чǎваш çыннине малалла утма анлǎ çул хывма пулǎшнǎ. Тематикăлла линейкăра, «Талант» кружока çӳрекенсем, Степанова Д., Максимова К., Николаев А., Гордеев М., Аркадий Русаковăн «Урамри калаçу» сценка лартса пачӗç. Куракансене хăйсен вылявӗпе, тыткаларăшӗпе тыткăнларӗç пулас артистсем.
Çапла, атте-анне панă тăван чӗлхене юратмалла, савмалла, мухтамалла. Ăна усрар чыс-хиспре.
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Э.Н.Кириллова