Чӑваш чӗлхи эрни малалла тӑсӑлать. Ака уйăхӗн 21-мӗшӗнче, шкулта, «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен» вӑйӑ-ӑмӑрту иртрӗ. 5, 7,8-мӗш класри ачасем хутшӑнчӗҫ. Икӗ ушкӑн ӑмӑртрӗ –"Чӗвӗлти чӗкеçсем" тата "Ҫăлтăрсем". Вӑйӑ 5 станципе иртрӗ: «Литература», «Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем», «Чӑваш чӗлхи», " Тӑван ен культури", "Тупмалли юмахсем". Станцисенче ачасем тупмалли юмахсене аван пӗлнине кӑтартрӗҫ, чапа тухнӑ ентешӗмӗрсем ҫинчен калакан ыйтусене хуравларӗҫ, тӗрлӗ ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ, чӑвашла туллин хурав пама тӑрӑшрӗҫ. Вӑйӑ ачасене питӗ килӗшрӗ. "Чӗвӗлт чӗкеçсем" ушкăн вăйлăраххи палăрчӗ.