Чӑваш чӗлхи – таса ҫӑл куҫ

Чӑваш чӗлхи – таса ҫӑл куҫ

Чӑвашлӑха упрас, малалла аталантарас, тӑван чӗлхене татах та тӑрӑшуллӑрах,  лайăхрах  пӗлччӗр тесе  Ҫӗнӗ Пуянкассинчи пӗтӗмӗшле  пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑвш чӗлхи эрнинче,  ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче,  виççӗмӗш кунӗнче,  5-10 классем хушшинче «Чӑваш чӗлхи – таса ҫӑл куҫ» ятпа сӑвӑ вулакансен конкурсӗ  иртрӗ. Ачасем паллӑ поэтсен сӑввисене хавхаланса вуланине пысăк тимлӗхпе итлерӗмӗр.

Пӗтӗмлетнӗ хыççăн Макарова Ел.(5кл.), Чуркина М.(5кл.), Степанова Д.(7кл.), Максимова К.(7кл.), Константинова Е. (7кл.), Максимов Н.(10кл.), Павлов Е.,(9кл.), Павлова Д.(9кл.) чи пултаруллисен шутӗнче пулчӗç.  
Саламлатпӑр! Малалла та  ӑнӑҫу сунатпӑр!