Чӗлхе – халӑх мулӗ,
ӗмӗр ҫапла пултӑр. Тӑван чӗлхене варалар мар, унпа тӗрӗс калаҫар, ҫынсене
савӑнтарар. Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче ака
уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 26-мӗшчен Республикӑн мухтавлă
ентешĕсен çулталăкне тата Чӑваш чӗлхин кунне халалласа чӑваш чӗлхипе
литература эрни иртет. Пӗрремӗш кунӗнче чӑваш чӗлхипе литература
вӗрентекен Кириллова Э.Н. ӗҫ планӗпе паллаштарчӗ.
Пурне
те активлӑ хутшӑнма ӑнӑҫу сунчӗ.