Республика шайӗнчи оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ

Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă республика шайӗнчи  оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5-6-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç.
      Жюри членĕсене оратор ăсталăхĕн конкурсне хутшăнакансем йышлă пулни хăпартлантарчĕ. Вĕсен шучĕпе çынсем умĕнче чăвашла илемлĕ калаçма пултаракансем хальхи саманара питĕ сахал. Ку маçтăрлăха туптани паянхи кунра питех те кирлĕ ĕç.
      Вĕрентекенсем ачасене конкурса тăрăшса хатĕрлени палăрчĕ.  
      Малашне çине тăрса ĕçлесен пирĕн чăваш ачисем хăйсен амăш чĕлхипе пурне те тыткăнламалла калаçма вĕренĕç, ку енĕпе çитĕнÿсем тăвĕç.
      Конкурс çĕнтерÿçисемпе призёрсене саламлатпăр. Пурне те ăнăçу сунатăпăр. Чăваш чĕлхи ячĕпе мухтавлă та хитре пулăр. Тĕрĕс калаçма вĕренĕр!
       Конкурсра Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренкен Макарова Е.  ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ. Хатӗрлекенӗ  Кириллова Э.Н.
Саламлатпӑр! Малаллла та ӑнӑҫу сунатпӑр!