Нарăсăн 21 - мĕшĕ-Пӗтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ.
Çак куна халалласа 7-мӗш класра тематикăлла
калаçу сехечӗ иртрĕ. Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекен Э.Н.Кириллова
атте-анне панă чӗлхене юртма, хисеплеме, упрама, унпа тӗрӗс калаçма сунчӗ.
Ҫавăн пекех ачасем чăвашла сăвăсем вуларӗç. Калаçăва
И.Я.Яковлевăн смăмахӗсемпе вӗçлерӗ вӗрентекен: «Чӗлхе хăйне пултарнă халăхпа
çеç вилет, çавăнпа халăха тăван чӗлхене манма хушни, çав халăха вилме хушнипе
пӗрех».