Хусанкай вулавĕсем -2022» фестивалĕ

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2022 – мĕш çулхи кăрлачăн 12-24 – мĕшĕнче Петĕр Хусанкай 115 çул çитнине халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем -2022» фестивалĕ иртрĕ.

   Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикинчен пĕтĕмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ĕçченĕсем хутшăннă. Вĕсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкай сăввисене чăвашла, вырăсла тата тутарла вуласа видеороликсем хатĕрлесе кăтартнă.
  Çак фестивале Ҫӗнӗ Пуянкассинчи  7 – мĕш класра вĕренекен Максимова Карина Петĕр Хусанкай çырнă «Эп тухрăм  эпӗ Атăла та» сăвва вуласа хутшăнчĕ, призер ятне илме тивĕç пулчĕ. Вĕренекене çак фестивале чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Кириллова Э.Н. хатĕрленĕ.
   Фестиваль призерне çитĕнÿпе саламлатпăр, малашне те ăнăçусем тума сĕнетпĕр.