"Терт-асаппа ўсрӗмӗр» ятпа тӗл пулу тӗпелӗ иртрӗ

Тăван ҫӗр-шывăн Аслă вăрҫинчи тата Хусанпа Сăр  тăрăхӗнчи рубежсене тунă тылри халăхăн паттăрлăхне халалласа пуш уйăхӗн 6-мӗшӗнче, Тăвай районӗн Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче, 6-мӗш класра  вӗренекенсемпе, «Терт-асаппа ўсрӗмӗр» ятпа тӗл пулу тӗпелӗ иртрӗ. Вăрҫă вăхăтӗнче окопсем чавнă тыл ӗҫченӗсем ҫинчен пӗлес шутпа, Матрена Васильевна Степанована тӗл пеулу тӗпелне чӗнтӗмӗр. Вăл 1929 ҫулта  Ҫӗнӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнă. Икӗ ҫултах тăлăха юлнă.  Колхозра вăй хунă, сум шутăҫăна вӗренсе тухсан налук агенчӗ пулса Пуянкассипе Элпуҫ ялӗсенче, район  хаҫачӗн редакцийӗнче, Элпуҫ шкулӗнче, Ҫӗнӗ Пуянкасси  ял Советӗнче  бухгалтерта ӗҫленӗ. Матрена Васильевна – ялти  чи хисеплӗ ҫынсенчен пӗри, ӗҫ  ветеранӗ. «Вăрҫă ачи» медале тивӗҫнӗ. Матрена Васильевна хăйӗн аса илӗвӗнче терт-асаппа, нушапа ўснине, тăраниччен ҫăкăр ҫисе курнманнине тӗплӗн каласа кăтартрӗ. Халӗ ватă кинемей хăш чух хӗрӗ патӗнче пурăнать, мăнуксемпе савăнать.

Тӗл пулу тӗпелӗн вӗҫӗнче Матрена Васильевна Степанована ҫывхарса килекен Хӗрарăмсен уявӗ ячӗпе саламласа ачасем хăйсем ăсталанă чечек ҫыххи парнелерӗҫ. Ҫавăн пекех сӗтел хушшине ларса, пылак тортпа чей ӗҫсе сăмах ҫăмхине малалла тăсрăмăр.