Тăван чӗлхе, туслаш манпа!

Тĕнчери пĕтĕм халăхăн тăван чĕлхе кунĕн историйĕпе паллаштарас, тăван чĕлхене хисеплеме, юратма унăн илемлĕхне упрама хăнăхтарас,  тĕрлĕ халăх культурине, чĕлхине хисеплеме хăнăхтарас тĕллевпе нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче 6 класра «Тăван чӗлхе, туслаш манпа!» ятлă сăвă калас енӗпе уяв ирттертĕмĕр. Уявра ачасем сăвăсем вуларĕç, тăван чĕлхе-чăваш чĕлхине халалланă хайлавсене аса илчĕç.

«Тăван чĕлхене  упрасси – пирĕн тивĕç. Епле хитре вăл! Тăванран тăван. Çак чĕлхепе янăракан сăвва-юрра начар теме епле хăяр? Калаçар унпа, упраса хăварар, ачасене, мăнуксене парнелер анне чĕлхине…Чи хитре чĕлхе ĕмĕрех пурăнтăр!»-тесе пĕтĕмлетрĕ уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Э.Н.Кириллова.