Афган вăрҫин ветеранӗсемпе патриотла воспитани парассине тӗпе хурса асăну вахти иртрӗ.

Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче оборонăпа  спорт-массăллă  уйăхлăхне, Сăр тата Хусан оборона рубежӗсене тăвакансен ӗҫ  паттăрлăхне халалласа   Димитриев А.Г., Бараматов Л.С.  Афган вăрҫин ветеранӗсемпе патриотла воспитани парассине  тӗпе хурса  асăну вахти иртрӗ.

Кирек хăш вăхăтра та Тăван ҫӗршыва хўтӗлесси, унăн никама пăхăнманлăхӗшӗн тăрăшасси чи яваплă та хисеплӗ ӗҫ шутланнине ҫирӗплетрӗҫ хăнасем.

‒Районта пурăнакан кашни ҫемье тенӗ пекех хăйӗн ывăлӗсене ҫара ăсатнă. Хăшӗ-пӗрисем тăван килӗсене таврăнайман. Пирӗн халăх вӗсен ҫутă сăнарӗсене яланах чӗрере упрать.  Ӗмӗр-ӗмӗр чап пултăр вӗсене. Тата пирӗн ентешсем ҫар тивӗҫне чыслăн пурнăҫланипе палăрса тăраҫҫӗ, -  хушса каларӗҫ килнӗ хăнасем.

Унтан  вӗсем  вӗренекенсене  сывă пурнăҫ йӗркине пăхăнса пымаллине,  лайăх вӗренме, спортпа туслă пулма, салтак  пурнăҫӗ  физкультурăпа туслисене юратнине, ҫавăн пекех  тăван ҫӗр-шыва юратма сунчӗҫ.

С.П.Кириллов шкул директорӗ  хăнасене тав турӗ, ҫывхарса килекен Ҫӗршыв хўтӗлевҫин кунӗпе чун-чӗререн саламларӗ, пурне те ҫирӗп сывлăх, мирлӗ тўпе, тăнăҫлăх, вăрăм кун-ҫул сунчӗ.