Спорт сывлăха ҫирӗплетет, ăна упрама пулăшать. Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче ҫакна ялан пурнăҫласа пыма тăрăшаҫҫӗ.
Январӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 23-мӗшӗччен шкулта оборонăпа спорт, массăллă ӗҫсен уйăхăлăхӗ тата Сăрпа Хусан оборона чиккисен строителӗсен паттăрлăхне чысламалли ҫулталăк пырать.
6-мӗш класра «Сывлăш тата пирӗн пурнăҫ» темăпа класс сехечӗ иртрӗ.
‒ Ҫын апат ҫимесӗр нумай вăхăт пурăнма пултарать, шывсăр – чи нумаййи те пилӗк кун, сывлăшсăр – темиҫе минут анчах. Пур енчен те, сывлăша Ҫӗр ҫинчи климата хăй шайӗнче тытать. Сывлăш пулмасан хӗвел пайăркисем Ҫӗр ҫине ўкнӗ чухне питӗ ăшă, каҫхине вара питӗ сивӗ пулнă пулӗччӗ. Ҫӗр ҫинче сывлăш пулмасан кăнтăрла 100 градусран ăшăрах, ҫӗрле 100 грдаусран та сивӗрех пулнă пулӗччӗ. Сывлăш вара Ҫӗре сивӗрен те, ăшăран та утиял пек хўтӗлет…
Пўлӗмри, ялти, хулари тата вăрманти сывлăш пӗр пек мар. Хваттерти, пўлӗмри, класри сывлăша уҫăлтармасан унăн составӗ улшăнать, организмшăн сиенлӗ пулма пултарать. Ҫавăнпа та класра та, хваттерте те, пўлӗмре те яланах уҫă сывлăш пултăр тесе тăрăшмалла. Ҫынна яланах таса сывлăш кирлӗ.
Пирус туртнин усси ҫук пулсан та ҫак усал япала хăш-пӗр ачасене илӗртет. Пирӗс тӗтӗмӗ тавралăхри сывлăша та, туртакан ҫыннăн организмне те, туртман ҫыннăн организмне те сиенлетет. Ҫапла вара, эпир хамăр организма хамăр ирӗкпех сиенлететпӗр. Туртни сывлăхшăн хăрушă пулнине яланах асра тытма хушрӗ.
Ҫапла вара, сывлăш – пӗтӗм Ҫӗр ҫинчи пурнăҫ хўтлӗхӗ, ун никӗсӗ.Таса сывлăш –
ҫут ҫанталăк ҫынна паракан пуянлăх анчах мар, вăл – ҫут ҫанталăкăн пурăнма кирлӗ пайӗ.
Май килнӗ чухне уҫă сывлăшра пулма тăрăшмалла. Чи уҫă сывлăш садра, вăрманта, уйра, кўлӗсемпе юхан шывсем, тинӗссем ҫывăхӗнче, тусем ҫинче упранать, ‒ вӗҫлерӗ хăйӗн калаҫăвне класс ертўҫи.