«Сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акцие хутшӑнса 6-мӗш класра И.Лисаевӑн «Чире парӑнма ҫуралман» калавне тишкертӗмӗр. Тӗп сӑнар – Витя Кулешов. Вӑл уран шӑмӑ туберкулӗзӗпе чирленӗ. Операци тӑваҫҫӗ. Тӗрлӗ хусканусем туса утакан пулать. Витя сывалас шанчӑкне пӗрре те ҫухатман, тӳсӗмлӗхӗ пысӑккипе чире ҫӗнтерчӗ. Ҫамрӑк спортсмен ӑмӑртусенче ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тӑвать.
Урока пӗтӗплетнӗ май ачасем пурнӑҫра чи хакли сывлӑх пулнине ҫирӗплетрӗҫ.
«Ӑна мӗн пӗчӗкрен упрама тӑрӑшмалла, пирус туртмалла мар, ытти кирлӗ-кирлӗ мар япаласенчен пӑрӑнса ҫӳремелле. Спортпа туслӑ пулмалла, - терӗҫ вӗренекенсем.
Ваттисем калашле, тӗрӗс ҫулпа утакан, пурнӑҫа юратакан – телейлӗ.