2020 çулхи ака уйeхн 24-мĕшĕнче, мĕн пур Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» пĕрлештерчĕ. Пĕрисем радио-телевизор,теприсем Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайлсене итлесе хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç.
Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулĕнчен те асăннă акцие 4 хутшăнма кăмăл турĕç. 10 класра вĕренекенсем: Владимирова Е., Николаева С., 8-мĕш класра вĕренекен А.Макарова, Э.Н.Кириллова вӗрентекен те диктант çырма мĕн пур кăмăлтан хутшăнчĕç. Анне чĕлхи вĕсемшĕн –чи юратни, чи илемли пулнине палăртрĕç. Çырнисенчен 3 ĕçне „5“ паллăпа, 1 ĕçе „4“ паллăпа хакланă. Ĕçĕ миçе илнинче мар. Эпир паян диктант çырса хамăр чăваш пулнине палăртрăмăр, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван халăхран, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтĕмĕр.