Нумаях пулмасть 5-мӗш класра ашшӗ-амăшӗсен пухăвӗ иртрӗ. Э.Н. Кириллова ертсе пыракан драмкружок членӗсем малтан «Ҫарăк» юмах лартса пачӗҫ. Гордеев М., Константинова Е., Максимова К., Максимов Н., Николаев А., Степанова Д., Игнатьев А. 5-мӗшпе 8-мӗш класс ачисем, калăпланă рольсем ашшӗ-амăшӗсене тыткăнларӗҫ.
Унтан Э.Кириллова «Ачасем – пурнăç калчи, пуласлăх» темăпа калаҫрӗ. Ачасене вӗрентсе ўстерес ӗҫсене ялан тӗплӗ шухăшласа, творчествăлла туса пымалла. Ку ҫеҫ те мар: ачасене вӗрентсе ўстерес ӗҫре паянхи кун ӗнерхинчен урăхларах, ыранхи паянхинчен урăхларах пулмалла. Куллен-кун пӗр пек ӗҫлесе пыни ашшӗ-амăшне, унтан ытларах ачасене йăлăхтарса ҫитерет. Вара тăрăшнин ăнăҫлăхӗ те, усси те пулмасть. Ҫавăнпа куллен мӗн те пулин ҫӗннине кӗртсе пымалла, ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ майсемпе, меслетсемпе усă курмалла. Ман шутпа, ачасене тӗрӗс воспитани парасси, пăхса ҫитӗнтересси чи малтан ашшӗпе амăшӗнчен нумай килет. Общество, Тăван ҫӗр-шыв, халăх умӗнче ачасемшӗн чи ответлисем – вӗсем ашшӗ-амăшӗ. Чăн-чăн ҫын пуласси ҫемьерен пуҫланать ӗнтӗ. Ачасене нихăҫан та суйма юрамасть. Пурнăҫра тӗл пулакан кăткăс ыйтусене пурнăҫри тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе каласа памалла. Паллах, ачасене пăхса ўстернӗ чухне темле ҫитменлӗхсем те пулма пултараҫҫӗ. Ҫав вăхăтрах, ҫитменлӗхсенчен, пăрăнма пӗлни лайăх. Ваттисем калашле, сахал пупле, нумай итле, юлхав ан пул, ҫынран ан кул, шўт сăмахне ҫӗкле, пуҫна пит ан ҫӗкле. Манас марччӗ ҫак вӗрентсе каланине. Кашни кил-йышрах ачасен хăйсен ашшӗ-амăшне итлемелле, чунтан хисеплемелле. Ҫакăн пек ан пултăр тесен ашшӗн те, амăшӗн те хăйсене тивӗҫлӗ тытма пӗлмелле. Ашшӗ-амăшӗн хăйсем хушшинчи ҫитменлӗхсене, пӗчӗк хирӗҫўсене те питӗ асăрханса, ачисене систермесӗр татса пама тăрăшас пулать.
Кил-йышра ачасене тӗрӗс пăхса ўстерни обществăшăн кăна мар, кашни ҫыншăн питӗ кирлӗ. Аван ҫемьере анчах ăслă та кăмăллă ачасене ўстерме пултараҫҫӗ. Ҫапла вара, шкулпа, учительсемпе ҫирӗп ҫыхăну тытса ӗҫлесен, паллах ӗнтӗ, ҫитӗнў ăнăҫлăрах, витӗмлӗрех пулать.
Унтан класс ертўҫи Э.Н.Кириллова 2-мӗш чӗрӗкӗн кăтартăвӗсемпе паллаштарчӗ.
Ун хыҫҫăн ачасемпе ашшӗ- амăшӗсем хушшинче тӗрлӗрен конкурссем иртрӗҫ. Ҫывхарса килекен уяв ячӗпе ăшă сăмахсемпе саламларӗҫ.
Юлашкинчен пурте пӗрле сĕтел хушшине ларса чей ĕçрӗҫ, канфетсемпе сăйланчӗҫ.