Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче обороннăпа спорт массăллă уйăхлăх малалла пырать.
«Сывлăх – чи хаклă пуянлăх» темăпа пиллӗкмӗшсем видеофильм курчӗҫ. Ҫирӗп сывлăхлă, вăйлă тата хитре кӗлеткеллӗ пулас ӗмӗт пурнăҫлнатăр тесен спортпа туслашмалла, сиенлӗ япаласенчен айккине пăрăнмалла, кун йӗркине ҫирӗп пăхăнмалла, ҫуран нумайрах утмалла, вăхăтра ҫывăрма выртмалла, тăмалла, апат ҫимелле, гигиена правилисене манмалла мар. Ҫав вăхăтрах организма ытларах витаминсем кирлине, тӗслӗхрен, «А» витамин, ўсме пулăшать. Симӗс суханра, кишӗрте нумай вăл. «В» витамин хура ҫăкăрта ытларах, вăл ҫынна вăй кӗртет. «Д» витамин шăлсене ҫирӗплетет. Вăл сӗтре, пулăра, тăпăрчра пур. «С» витамин – ыхрара, купăстара тата улма-ҫырласенче. Вӗсем пурте пире ҫирӗп сывлăхлă пулма кирлине пӗтӗмлетрӗҫ ачасем.