Сывă пурнăç йĕркишĕн.
Спорт сывлăха çирĕплетет, ăна упрама пулăшать. Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче çакна ялан пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чўк уйăхĕн 30-мĕшĕччен шкулта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци иртрĕ. Класс ертўçисем ирттерекен калаçусем те сывă пурнăç йĕркипе (эрех-сăрасăр, наркотиксемсĕр, ытти сиенлĕ йăласемсĕр) пурăнассипе çыхăннă. 5-7, 8-10-мĕш классем хушшинче баскетбол турнирĕ иртрĕ. 2-7-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен шухăшĕсене ўкерчĕксем урлă сăнларĕç. Кĕçĕннисем «хаваслă стартсенче» тупăшрĕç. С.П.Кириллов ертсе пынипе эрнере икĕ кун волейбол секцийĕ ĕçлет, унта ачасем тата ялти çамрăксем хаваспах çўреççĕ. П.И.Романов ертсе пыракан секцие чылай ача вăй-хал çирĕплетме çўреççĕ. Акă Аннесен уявĕнче кĕçĕн классенче вĕренекен ачасен амăшĕсем, асламăшĕсемпе кукамайсем пуçтарăнчĕç. Унтан икĕ ушкăна пайланса хĕрў вăйă-конкурс ирттерчĕç. «Çил çунат» ача-пăча организацийĕн редколлеги членĕсем: Н.Данилова, Т. Павлова, М.Константинова сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе хаçат кăларчĕç. Пиллĕкмĕшсем уçă сывлăшра тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Шкулта теннис сĕтелĕ те пĕрре те пушă тăмасть, ялан хĕрў тапхăрта.
Халĕ шкулта «Асăрханăр, çўхе пăр» уйăхлăх пырать. Класс сехечĕсем вăхăтăнче асăннă темăпа калаçусем ирттереççĕ