Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа районти «Çеçпĕл çеçкисем» художествăпа литература фестивалĕ иртрĕ. Асăннă фестивале районти пур шкул та хутшăнма кăмăл турӗ. Фестиваль икӗ номинаципе иртрĕ: «Чěрем, сик хăюллăн, хавассăн, Хăюлăх юрри кěвěле…» (5-11 класс ачисем хăйсем çырнă пĕр сăвва пăхмасăр илемлĕ вулани), «Çеçпĕл Мишши хайлавне пăхмасăр илемлĕ калани» (5-11 класс ачисем валли). Уява пурĕ 23 ача хутшăнма кăмăл турĕ. Шкул ачисем, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр пултарулăхĕпе хавхаланнăскерсем, хăйсем шăрçаланă сăвăсене илемлĕ вуларĕç. Ачасен пултарулăхне тÿресем çак критерисемпе хакларĕç: хайлава пăхмасăр пĕлни; сăввăн сăнарлăх тытăмĕ, кĕвĕлĕхĕпе янравлăхĕ, шухăш пахалăхĕ пурри; илемлĕ пуплеве тĕрĕс йĕркелени; пит-куç вылявĕ, ал-ура хусканăвĕ килĕшÿллĕ пулни; çыпăçуллă та тирпейлĕ тумланни. Çăмăлах пулмарĕ вĕсен ĕçĕ, мĕншĕн тесен пултаруллă çамрăк сăвăçсен чĕрисем сиксе тухасла хавассăн та хăюллăн тапрĕç, сăмахĕсем итлекенсен чун-чĕрине хумхантарчĕç.
Сăвă çырас ăсталăхпа Çӗнӗ Пуянкасси вăтам шкулĕнчи Максимов Николай (ертÿçи – Кириллова Э.Н..) 2 мӗш вырăн йышăнчĕ.
Çеçпĕл Мишши хайлавне вуласа 9-11 классем хушшинче 3-мӗш вырăна Çӗнӗ Пуянкасси вăтам шкулĕнче 10 класра вĕренекен Владимирова Надежда (ертÿçи – Кириллова Э.Н.) тухрĕ. Уява хутшăнса малти вырăнсене тухнă шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсене чĕререн саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр. Фестивальте мала тухнисене Тăвай район администрацийĕн вĕренÿ пайӗн дипломĕсене парса чысларӗç, ыттисене фестивале хутшăннине ĕнентерекен хут парĕç.