Чăваш Республикин вĕренÿ институтӗнче «Реклама тӗнчи» конкурс иртрӗ.

2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине малалла аталантарас, халӑх хушшинче сарас, пултаруллӑ шкул ачисене тупса палӑртас, ачасен пултарулăхне йĕркелеме тата вĕсене аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарас тӗллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институтӗнче «Реклама тӗнчи» конкурс иртрӗ.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене 8 номинаципе палӑртрӗҫ:

– «Чи лайӑх буклет»;

– «Чи лайӑх афиша»;

– «Чи лайӑх буктрейлер»;

– «Чи лайӑх социаллӑ реклама»;

– «Чи лайӑх социаллӑ плакат»;

– «Шупашкар 550 çул тултарнине халалланă чи лайăх социаллă реклама»;

– «Чи лайӑх коммерци реклами»;

– «Чи лайӑх видеоролик».

 

      Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче вĕренекенсем «Чи лайăх коммерци реклами» номинацире Владимирова Е.(10кл. ) 1-мĕш вырăн, «Чи лайăх социлаллă реклама» номинацире Макарова А. (8кл.) 2-мĕш вырăн йышăнчĕç.

      Конкурс хыҫҫӑн Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн преподавателĕ А.С. Абрамов реклама хатĕрлес вăрттăлăхсемпе паллаштарса ăста урокĕ ирттерчĕ.

     Çӗнтерӳҫӗсене чӗререн саламлатпӑр, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.