"Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурс-фестивалӗ.

Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗн пуҫарӑвӗпе юпан 12-мӗшӗнче  Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче регионсен шайӗнчи  "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурс-фестивалӗ ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
Конкурса Чӑваш Ен тата Раҫҫей регионӗсенчи ялсенче пурӑнакан пурӗ 16 чӑваш хӗрарӑмӗ хутшӑнчӗ.
Пенза, Пушкӑрт, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи тата  Ленинград облаҫӗнчи чи хастар чӑваш хӗрарӑмӗсем хамӑр республикӑри районсенчен килнисемпе пӗр тан, тен хӑш-пӗр енӗпе пултаруллӑрах та пулчӗҫ.
Пурӗ 5 тӗрлӗ номинацири тупӑшура  тӗлӗнмелле пултарулӑх кӑтартрӗҫ мероприятие хутшӑнакан чӑваш  хĕрарӑмĕсем. Пирĕн район чысне Ҫĕнĕ Пуянкасси шкулĕнчи вĕрентекен, вырӑнти культура ҫуртĕнчи пултарулӑх ушкӑнне хутшӑнакан Эльвира Николаевна Кириллова хӳтĕлерĕ. Чи малтан видеомелĕпе хӑйсемпе паллаштарчĕҫ хĕрарӑмсем, чӑваш тумне тӑхӑнса  сцена ҫинче утса хӑйсене илемлĕн кӑна кӑтартрĕҫ, пултарулӑх енĕпе тупӑшрĕҫ, тĕхĕмлĕ апат - ҫимĕҫпе сӑйларĕҫ, халӑх йӑли - йĕркипе килĕшӳллĕн хӑйсен ҫемьери тивĕҫĕсене уҫса пачĕҫ. Эльвира Николаевна ҫак уява пĕтĕм ҫемйипех хутшӑннӑ.  Даниилпа Олеся ачисем,  мӑшӑрĕ Сергей Павлович, амӑшĕ Светлана Ивановна, Ҫĕнĕ Пуянкассинчи Татьяна Ефимовӑпа Лариса Соловьева   культура ĕҫченĕсем, "Задоринки" ташӑ ушкӑнĕ илем кӳчĕҫ кашни тупӑшӑва. "Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраканӗ" ята тивĕҫрĕ пирĕн ентеш Эльвира Кириллова. Тушкил ялĕнчи Ольга Ивановна Сергеева таврапĕлӳҫĕн тӳпи те пысӑк пирĕн район ҫынни сумлӑ номинаци йышӑннинче. Ҫапла вара, Эльвира Николаевнӑна пĕтĕм чун - чĕререн саламлатпӑр, малашне те ҫитĕнӳсем тума сунатпӑр.