Сывлăх – чи хаклă пуянлăх. Ӑна укҫапа сутăн илме ҫук. Ҫавăнпа сывлăха куҫ шăрҫи пек упрама сӗннӗ ватăсем.
«Ҫамрăксем сывă пурнăҫ йӗркишӗн» акцине хастар хутшăнаҫҫӗ. Акă 5-мӗш класра вӗренекенсем уҫă сывлăшра «хаваслă стартсенче» тупăшрӗҫ. Класс икӗ ушкăна пайланчӗ: пӗри – «ăмăрт кайăксем», тепри – «ула кураксем». «Ӑмăрт кайăксем» сатурлăхпа палăрчӗҫ.
Сывă пурнăҫ йӗркине пăхăнасчӗ, яланах сывлăхлă пуласчӗ.