2019 çулхи авăн уйăхěн 28-мěшěнче Чăваш Республикин вěренӳ институтěнче «Театрăн асамлă тěнчи» ятпа сочинени конкурсě иртрě. Конкурса муниципалитет шайěнче çěнтернě 8–11 класс ачисем хутшăнчěç. Пěтěмпе 47 ача килчě.
Тӳрех каламалла: Шупашкарта вăйлисенчен вăйлисем пулчěç. Кашни ача тăрăшрě. Çакă сочинени валли уйăрнă вăхăтпа ачасем туллин усă курнинче, тимлěхре палăрчě.
Малашне сочиненисем сахал пулмěç. Çавăнпа та çитменлěхсене палăртса хăварăпăр. Йăнăшсем темăна уçса парас манерта та, пуплевре те, грамматикăра та, орфографипе пунктуацире те палăрчěç.
Сочинени çырма 2 тема сěнчěç: «Мухтав сана, чăваш театрě» (8–9 классем), «Театр… Маншăн мěн вăл?» (10–11 классем). Кашни темăрах театр сăмах пур пулин те темăсем расна. Çавăнпа та сочиненисем те расна пулмалла. Апла пулин те чылай сочинени пěр пек пулса тухнă. Ача хăйěн теминчен туха-туха кайса çырни палăрать.
Ҫак сочиненисен конкурсӗнче Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен А. Макарова (хатӗрлекенӗ Кириллова Э.Н.) ҫӗнтерўҫӗ шутне кӗме пултарчӗ. Саламлатпăр! Малаллла та ăнăҫусем сунатпăр!