Авăн уйăхĕн 20 - мĕшĕнче театр çулне тата Шупашкар хули никӗсленнӗренпе 550 çул çитнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» халалласа оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурса шкулсенче вĕренекен ачасем хăйсем Чăваш çĕр-шывĕн гражданинĕ пулнине туйса илме, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлччĕр тесе йĕркеленĕ.
Конкурса 7-8–мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕренекенсен «Тăван çĕр-шыв», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм», «Театр – наци чунĕ» темăсенчен пĕрне шăпа ярса кăларса сăмах вĕççĕн хăйĕн шухăшне каласа памалла пулчĕ.
8-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче – пĕрремĕш вырăн Максимов Н. (хатӗрлекенӗ Кириллова Э.Н.). Саламлатпăр!
Малалла Кольăн «Упрар тăван чӗлхемӗре» оратор ăсталăхӗн конкурсне хутшăнас пулсан республика шайӗнчи 2-мӗш кӗретсӗр тапхăра (заочный этап) видеофайлсем ярса памалла пулать. Кольăна ăнăҫу сунатпăр.