Чăваш чĕлхи кунне тата Театр çулталăкне халалласа Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ

        Чăваш чĕлхи  чăвашăн тăван чĕлхи. Пуян та илемлĕ, çепĕç, паха та асамлă чĕлхе вăлЧĕлхерехалăх ăс-тăнĕпе кăмăл уççи, авалхи  историйĕпе мал ĕмĕчĕ, амăшĕ пилленĕ чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран таврари тĕнчене ăнкарса пырать, ăс-хакăлне ўстерет, хăй шухăшне йĕркеллĕ калама вĕрентет.

       Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунне  тата Театр çулталăкне халалласа Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ.  Уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Э.Н.Кириллова уçрĕ. М.Константинова (7кл.)  вĕренекен Г.Т.Терентьев артист çинчен каласа кăтартрĕ.  Унтан, пулас артистсем,   1-мĕш класс «Ак, сиен, ах, телей!», 2-мĕшсем  Н. Карайăн «Çырлана кайсан», 3-мĕш классем «Чее хресчен», 4-мĕшсем С. Мерченĕн «Чаплă парне», 5-мĕш классем « Çут çанталăка сыхлăр!», 7-мĕш класра вĕренекенсем А. Кăлканăн «Ашакпа кашкăр» сценкăсене лартса пачĕç.

     Çав кунах Чăваш  чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» иртрĕ. Диктантăн тĕп  тĕллевĕ   - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ўстересси. Владислав Николаев  çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа  çырнă текста суйласа илнĕ. Пирĕн шкул ачисем те диктант çырма кăмăл турĕç.

    Чăнах та, атте-анне панă тăван чĕлхене юратмалла, савмалла, мухтамалла. Ăна усрар чыс-хисепре.