Сывлăх – чи хаклă пуянлăх. Ӑна укҫапа сутăн илме ҫук. Ваттисем калашле, сывлăха куҫ шăрҫи пек упрамалла.
Акă ҫамрăксем хушшинче сывă пурнăҫ йӗркине аталантарас тӗллевпе Ҫӗнӗ пуянкасси шкулӗнче кашни ир зарядка тăвасси йăлана кӗнӗ.
Нумаях пулмасть «Сывă пурнăҫ йӗркишӗн» акцие пăхăнса 1-4-мӗш классем хушшинче тӗрлӗ спорт вăййисем йӗркелерӗҫ. Вăййа хатӗрленекенсем икӗ командăна пайланчӗҫ. Пӗри – «Ах», тепри – «Ох». Хӗрў тупăшура «Ах» команда маттуртарах пулчӗ.