Пирӗн сывлăх – хамăрăн алăра

Ҫын пурнăҫӗнче чи хакли – сывлăх.  Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче ҫакна ялан асра тытма тăрăшаҫҫӗ.  Пуш уйăхӗн 1-мӗшӗнчен ака уйăхӗн  30-мӗшччен шкулта «Ҫамрăксем сывă пурнăҫ йӗркишӗн» акци  пырать. Ачасем хаваспах  эрнере виҫӗ кун С. Кириллов ертсе пыракан волейбол тата П.Романов ертсе пыракан йӗлтӗрҫӗсен секцине ҫўреҫҫӗ. Уйрăмах аслă ўсӗмри волейбола ҫўрекен хěрсем маттур. Районта шкул ачисем хушшинче пулса иртекен ăмăртусенче яланах малтисен шутне кěреҫҫě.

         Акă ҫуркуннехи пӗрремӗш уявпа,  хӗрарăмсен уявӗ ячӗпе, шкулта волейбол турнирӗ иртрӗ. Малтанах уяв ячӗпе шкул директорӗ С. Кириллов  саламларӗ. Салам сăмахне малалла ял поселенин пуҫлăхӗ С. Данилов тăсрӗ, вылякансене ăнăҫу сунчӗ. Тăватă команда: «Шкул ӗҫченӗсем», «Студенткăсем», «Шкул ачисем» тата «Ял поселени ҫамрăкӗсем». Вăйăсем ҫивӗч кӗрешўре иртрӗҫ. Хальхиче те кубока шкулта вӗренекен хӗрсем ҫӗнсе илчӗҫ. Иккӗмӗшсем – студенткăсем, виҫҫӗмӗш картлаҫка çинче – шкул ӗҫченӗсем. Ҫапла вара тăватă команди те уяв тортне тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Турнитрта тěрлě номинацисенче палăрнă Н. Федотова, Н. Данилова, А. Захарова, М. Краснова, А. Макарова, Л. Федотова, Е. Ефимова, Э. Кириллова, В. Гордеева  волейболисткăсене грамотăсем парса хавхалантарнă.