Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче нарăсăн 14 - 21-мӗш кунӗсенче тăван чӗлхе эрни иртрӗ

 

 Тăван  чĕлхе такамшăн та ырă çав. Такамшăн та паха. Тăван чĕлхепе пĕр-ик кун калаçмасан та темскер çитмен пек, ăш канман пек туйăнать. Ара, паллах ĕнтĕ, тăван чĕлхепе хамăр чун-чĕрери чи вăрттăн, чи кăткăс туйăмсем çинчен те çав тери ăнланмалла, уçăмлăн каласа пама пулать…Тăван чĕлхен кашни сăмахĕ – кĕмĕл укçа пек, чăнк! чăнк! туса янăрать.

Кам-ха, кам çак халăха пĕлет:

   Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет.

                                                                                            Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,

        Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет…--

тенĕ чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай хăйĕн «Йыхрав» сăввинче.

        Нарăсăн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери халăхсен тăван чӗлхи кунӗ. Ку уява ЮНЕСКО пуҫарăвӗпе 1999 ҫулта уявлама пуҫланă.  

    Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче нарăсăн 14 - 21-мӗш кунӗсенче тăван чӗлхе эрни иртрӗ. Чăн малтан Э.Н.Кириллова, чăваш чӗлхипе литература вӗрентекен,  ӗҫ планӗпе, хăш кунта мӗнле  ӗҫсем пулса иртессипе паллаштарчӗ. Палăртнă ӗҫсене хутшăнса ҫитӗнўсем тума сӗнчӗ вӗренекенсене.

      Эрнене халалласа вӗренекенсем  реклама, «Чӗвӗлти чӗкеҫ», «Тăван сăмах-иксӗлми пуянлăх» эссе конкурсӗсене, «Чăваш Республикинчи театрсем» викторинăна хаваспах хутшăнчӗҫ. Нарăсăн 18-мӗшӗнче, литература сехетӗнче,  5-7-мӗш классем Тăвай тăрăхӗнчи артистсемпе виртуаллă майпа паллашрӗҫ.