Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă конкурс иртет. Конкурс ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшать, чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсемпе паллашма май парать, тăван чĕлхене хисеплеме, унăн илемлĕхне туйса илме хăнăхтарать.
Кăçал пирĕн шкултан çак конкурса 13 ача хутшăнма кăмăл турĕ. Юлашки вăхăтра ку конкурс вĕрентекенсем хушшинче те иртет.