Авăн уйăхĕн 26- мĕшĕнче паллă чĕлхеçĕне И.А.Андреева халалласа „Упрар тăван чĕлхемĕре” оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурса шкулсенче вĕренекен ачасем хăйсем Чăваш çĕр-шывĕн гражданинĕ пулнине туйса илме, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлччĕр тесе йĕркеленĕ.
Конкурса 7-8–мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕренекенсен „Тăван çĕр-шыв”,”Чăваш чĕлхи”, „Çемье”, „Туслăх” темăсенчен пĕрне шăпа ярса кăларса сăмах вĕççĕн хăйĕн шухăшне каласа памалла пулчĕ.
Жюри членĕсем пĕр шухăшлăн пулса 7-мĕш класра вĕренекенсенчен пĕрремĕш вырăна Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнчи Максимов Н. йышăннине палăртрĕç (вӗрентекенӗ Кириллова Э.Н.). Саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Максимов Николая республикăра район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлессе шанатпăр.