Чĕлхе - халăх мулĕ, ĕмĕр çапла пултăр. Тăван чĕлхене варалар мар, унпа тĕрĕс калаçар, çынсене савăнтарар. Çак сăмахсене тĕпе хурса чăваш эрнинче 8-мĕш класра «Асамлă кăлтăрмач» вăйă иртрĕ. Ачасем «Аффикссем» тата «Тымарсем» ушкăна пайланса тĕрлĕ ĕçсем турĕç. Çивĕч тупăшура «Аффикссем» 18 очко пуçтарса мала тухрĕç. Пурте кăмăллă юлчĕç.
10-мĕш классем класс сехетĕнче тăван чĕлхе пуянлăхĕ çинчен калаçрĕç. Тĕрлĕ ыйтусем сўтсе яврĕç. Çав вăхăтрах вăйăсем те вылярĕç. «Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăлне ўстерме вĕренсе пырать. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлў туянма пулăшать», – тенĕ М.Я.Сироткин, профессор.