Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ҫӗнӗ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкулта Аслă вĕрентекемĕр, чăваш халăхне çутта кăларакан, И.Я.Яковлевич çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа чăваш чӗлхипе литература эрни пуҫланчӗ. Романова С.М. библиотекарь «И.Я.Яковлев – чăваш улăпĕ» курав кĕтесĕ йĕркелерӗ. Куравра вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллашма пултарĕç. И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх ачасен сюжетлă ÿкерчĕксен конкурсне йӗркеленӗ.
Ака уйăхӗн 23-мӗшпе 24-мӗшӗнче 7-11 классенче вӗренекенсем И.Я.Яковлев ҫинчен видеосюжетсем, видеороликсем, мультимедиллĕ презентацисем курчĕç.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче шкул ачисем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç. Ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕпе пĕрле чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе ирттерчĕç. Пирĕн вӗренекенсем диктанта чи лайăх паллăсемпе çырса шкул чысне хÿтĕлерĕç.