Кам-ха, кам ҫак халăха пӗлет:
Вăл ҫӗр пин сăмахпала пуплет,
Ҫӗр пин юрă-ҫемӗ кӗвӗлет,
Ҫӗр пин тӗслӗ тӗрӗ вăл тӗрлет, -
пуҫларӗ 11-мӗш класра вӗренекен Катя Ефимова Чăваш чӗлхи кунне тата Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен уява. Уявра чăваш чӗлхи ҫинчен ачасем сăвăсем тата Иван Яковлевич Яковлевăн калавӗсене вуларӗҫ. Н. Владимирова «Юмах тӗнчи», 3-мӗш класра вӗренекен хӗрачасем «Упа, утаман» юрăсемпе уява илемлетрӗҫ. 5-6-мӗш класра вӗренекенсем, «Ҫитӗнў» кружока ҫўрекенсем, И.Я.Яковлев ҫырнă «Сармантей» сценка лартса пачӗҫ. Куракансене хăйсен вылявӗпе, тыткаларăшӗпе тыткăнларӗҫ.
Атте-анне парнеленӗ чӗлхене юратмалла, хисеплемелле, упрамалла, унпа тӗрӗс калаҫмалла. Тăван чӗлхе пуянлăхӗшӗн, тасалăхӗшӗн, унăн пуласлăхӗшӗн тăрăшмалла», - тесе вӗҫлерӗ калаҫăвне Э.Н.Кириллова.