Ылтǎн мар-ши эс, анне?
Кěмěл мар-ши эс, анне?
Ылтǎн пек ай хаклǎ-çке,
Кěмěл пек ай сумлǎ-çке, ‒
тесе пуҫларӗҫ 5-мӗшпе 6-мӗш класра вӗренкенсем Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен уявӗн линейкине.
Хěрарǎм…Еплерех илемлě те çепěç сǎмах. Анчах та илемлě сǎмахěнче çеç мар – пěлтерěшěнче те. Хěрарǎм сǎнарě пирěн куç умěнче яланах илемлě, сǎпайлǎ, ырǎ кǎмǎллǎ тухса тǎрать. Апла пулсан ун илемě – сǎнěнче, ěçě-хěлěнче, чунěнче. Хěрарǎм вǎл – çирěп те, хастар та, харсǎр та…Çав вǎхǎтрах йǎваш та, çепěç те, лǎпкǎ та.
Çак хěрарǎмсен уявě – чи ǎшǎ та çутǎ уявсенчен пěри. Çут çанталǎк та ерипен чěрěле пуçлать, чунра çěнě шухǎшсем çуралаççě.
Уяв ячӗпе директорӗн ӗҫӗсене туса пыракан Кондратьева Г.Н. саламларӗ. Пурне те ҫирӗп сывлăх, ăнăҫу, телей, вăй-хал сунчӗ.
Шкулта пӗтӗм пикесене вӗренкенсем юрă-ташăпа саламларӗҫ. Савăнăҫлă уяв пурне те кăмăла кайрӗ.