«Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсне -призер

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2017 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2018 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсне ирттерчĕ.

Конкурса пурĕ 339 сценари килчĕ:

шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ирттермелли – 122,

пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттермелли – 198,

хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттермелли – 7,

професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттермелли –12 ĕç.

Жюри ĕçсене пăхса тухса 63 çĕнтерÿçĕпе призера палăртрĕ.

Вӗсен шутӗнче Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче  чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Кириллова Эльвира Николаевна призерсен шутне кӗнӗ.

Саламлатпăр!