Атте –анне килĕ пире яланах хăй патне туртать

         Пирéншéн чи хакли, чи юратни- хамăр çуралнă çĕршыв, тăван кĕтес, атте- анне килĕ. Атте –анне килĕ пире яланах хăй патне туртать. Мĕншĕн çапла-ха? Мĕншéн тесен эпир кунта кун çути курнá, пéрремéш утáмсем тунá, çемье áшшине туйса ÿснé. Чи хакли, чи пéлтерéшли – атте-анне килéнчен эпир çут тéнчепе паллашма пуçлани.

         5-6-мěш класра  вĕренекенсем  тематикăллă линейкăра аттепе анне пурнăçра чи хакли те кирлĕреххи пулнине кăтартса сăвăсем вуларěҫ. Амăшěпе ашшěн ҫулталăкне халалланă ăна.