Чăваш Республикин вěренў институчě Раҫҫей вěренў академийěн академикě, этнопедагог Геннадий Никандрович Волков ҫуралнăранпа 90 ҫул ҫитнине халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалě ирттерчě. Фестиваль Шупашкар хулин Г.Н. Волков ячěллě 62-мěш вăтам шкулěнче иртрě.
Фестиваль тěллевěсем ҫаксем пулчěҫ: шкул ачисене тата педагогсене Раҫҫей Федерацийěн сумлă академикěн Геннадий Никандрович Волковăн ěҫě-хěлне тěплěнрех пěлме хавхалантарасси; чăвашсен паллă педагогěн кун-ҫулěпе ěҫне-хěлне лайăх пěлекен ачасене тупса палăртасси, вěсене ăмăртăва анлăрах явăҫтарасси: шкул ачисен чăваш халăхěн паллă ҫыннисем ҫинчен пěлес туртăмне, шырав меслечěпе ăсталăхне ўстерме пулăшасси пулчě.
Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикин шкулěсенче вěренекен 288 ача, 22 ача ушкăнě тата 81 педагог хутшăнчě.
Ҫак пултарулăх ăмăртăвěнче Ҫěнě Пуянкассинче 8-мěш класра вěренекен Владимирова Надежда (хатěрлекенě Кириллова Э.Н.) «Проза тата поэзи» номинацире 3-мěш вырăн йышăннă.
Саламлатпăр! Малалла та ăнăҫу сунатпăр!