Ҫěр ҫинче ҫын алли тěкěнмен ěҫ ҫук та пулě. Кашни ěҫех юратса, чунтан парăнса пурнăҫласан пирěн пурнăҫ аталанса кăна пырě. Ахальтен мар чăвашсем: «Ӗҫ –пурнăҫ илемě», - теҫҫě. Пурнăҫ чăннипех чаплă пултăр тесессěн, пур ҫыннăн та хăйне килěшекен пěр-пěр ěҫе суйласа илмелле. Суйласа илни ҫеҫ ҫителěксěр – ҫав ěҫре кăмăлтан тăрăшмалла, ҫитěнўсем тумалла, хăв телейне тупмалла.
Акă Учитель кунне халалласа Ҫěнě Пуянкасси шкулěнче савăнăҫлă уяв иртрě. Ҫак кун учительсем вырăнне аслă класра вěренекенсем вěрентекенсем пулса курчěҫ. Паллах, ку ачасемшěн малашлăхра професси суйласа илме те ҫул уҫě. Уроксем хыҫҫăн уяв линейкине пуҫтарăнтăмăр. 40 ҫула яхăн ěҫлесе пенсие тухнă учитель-ветерансем те килме кăмăл тунă. Уява Д. Кирилловпа(10кл.) Н.Владимирова(8кл.), ертсе пыракансем, уҫрěҫ.
Шкул директорě С.П Кириллов, ял поселенийěн пуҫлăхě С.О.Данилов, учитель-ветерансем Ю.П.Филипповпа С.И. Федорова уяв ячěпе саламларěҫ, ăнăҫу сунчěҫ.
Уяв ачасен чаплă концерчěпе вěҫленчě.