Пуянкасси шкулĕнче те виҫě кун Кěр уявě иртрě

                                                    

Кăҫалхи  кěр типě килчě. Ҫавăнпа мăн ҫул ҫинче те, ялпа яла ҫыхăнтаракан пěчěк сукмаксем те тап-такăр, пěр тумхахсăр.  Паллах, кашни вăхăт хăйĕн илемĕпе, асамлăхĕпе, илĕртўлĕхĕпе палăрать.  Тавралăх кашни кун улшăнса пырать: уй-хир пушанчĕ, кĕрхи тўпере пĕлĕтсем васкаса шăваççĕ, кăнтăрла хĕвел ялтăртатать, анчах та ун ăшши самаях чакрĕ. Сарăхнă, хĕрелнĕ çулçăсем тўлек çанталăкра туратсем çинчен вĕлтĕртетсе вĕçсе аннаççĕ. Кайăксенчен чылайăшĕ кăнтăралла çул тытрĕç.

 Çак кĕрхи вăхăта халалласа  Пуянкасси шкулĕнче те виҫě кун Кěр уявě иртрě. Пěрремěш кунěнче 1-4 классенче вĕренекенсем уяв-конкурса  пуçтарăнчĕç.  Кĕр тумĕ тăхăннă ачасем кĕркунне çичен юрăсем юрларěҫ, тěрлě ăмăртусенче ăмăртрěҫ.  33 очкопа 4-мěш класс ҫěнтерчě, 2-мěш вырăн – иккěмěшсем, 3-мěш вырăн – пěрремěшсем.

  Иккěмěш кунěнче 5-7-мěш классенче вěренекенсен  уяв ытти ҫулсенчи пек  пулмарě. Вěсем  ултă станци витěр чупса ăмăртрěҫ. Юлашки станцинче кĕр тумĕ тăхăннă ачасем кěр ҫинчен сăвăсем вуларĕç. Ҫапла вара, 6-мěшпе 7-мěш классем 60 очко илсе  1-мěш вырăна тухрěҫ, 5-мěшсем – иккěмěш.

Виҫҫěмěш кунěнче 8-11-мěш классенче вěренекенсен  Кěр балěнче Кěр пикесем хăйсемпе паллаштарчěҫ, дефиле утса кăтартрěҫ, ҫěр улми шуратрěҫ. Кашни пике хăйсен класěсемпе тěрлě конкурссенче  ăмăртрěҫ. 35 очко пухса 10-мěш классем ҫěнтерчěҫ, 8-мěшсем – иккěмěш вырăн, 9-мěшсем – виҫҫěмěш.

 Кĕр сĕтелне пуянлатма мĕн кăна илсе килмен пулĕ ачасем: пĕçернĕ торт,  хуплу, пан улми кукăлĕ, пиццы, печени тата ыт.те. Кашни класс кĕрхи букет хатĕрленĕ.  Пĕринчен тепри илемлĕ вĕсем.   Кайран ачасем  кĕрхи сĕтел хушшине ларса тутлă апат-çимĕçсемпе сăйланчĕç. Мероприятипе пурте кăмăллă юлчĕç.