Республикăра Туризм эрни пынă май пěтěм шкул кěркуннехи ҫанталăкпа киленме похода тухса кайрěҫ. Пěрисем вăрмана, теприсем – уя, виҫҫěмěшěсем – шыв хěррине, тăваттăмěшěсем – хырлăха. Кунě хěвеллě, лăпкă, кăмăллă пулчě. Сывлăшра татăлса-таткаланса пěтнě эрешмен картисем те вылянса ялтăраҫҫě. Чăн-чăн Асанне ăшши.
Эпир, 10-мěшпе 11-мěшсем, Павар вăрманне кайма шутларăмăр. Вăрман хăйне евěр илемлě тата тунсăхлă курăнать. Кěркуннехи вăрманта чунра хуйăхлă, сыв пулашуллă туйăм ҫуралчě пирěн. Сăнаса пăхнă май тěрлě-тěрлě тěспе витěннě йывăҫсем хушшинче ҫутă, сывлăш таса. Вăрманта тăнă чух сисмен хутран пилеш кайăкě те сас парать. Сарăхнă йывăҫ ҫулҫисем ҫěрелле вěлтěртетсе ýкеҫҫě те ҫěр ҫинче ылтăн кавир пек курăнаҫҫě. Ҫýрес те ҫýрес килет ылтăн кěркуннехи вăрманта. Тепěртакаран вăрманпа сыв пуллашса килелле утрăмăр.