Аслă çěнтерӳ çитни 72 çул çитрě. Çак калама çук пысăк уява чыслама Çĕнĕ Пуянкассинчи вěренекенсемпе вěрентекенсем, ял халăхě, тылпа вăрçă ветеранěсем пуçтарăнчěç. «Священная война» юрăпа парад форми тăхăннă шкул ачисем уява уçрĕç. Тăван çěршывăн аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асра тытса пěр минутлăх шăплăх тăчě. Пуçтарăннисене ăшшăн саламлама Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхěн пуçлăхě С.О.Данилов сăмах илчě. Тăвай район администрацийěн представителě Федорова А.Н. пурне те уяв ячěпе саламларě. 2-мĕш класра вĕренекенсем Çěнтерў çинчен юрă шăрантарчěç. Уяв вěçленсен паттăрсен палăкě умне венок, чечек çыххисем хучěç, кашни ача тав сăмахěпе пуç тайрě.