Паттăрсене асрах тытатпăр
(Çěнтерӳ куне халалланă уяв сценарийě)
Ертсе пыракан 1: Вăрçă… 72 çул иртрě унтанпа. Анчах халăх асěнчен тухман вăл, тухас та çук. 4 çул хушшинче 20 миллион ытла совет çыннин кун-çулне татрě нимěç фашизмě. Мěн тери пысăк çухату! Мěн чухлě çынна сусăрлатса-амантса хăварчě çак ылханлă вăрçă. Паянхи кун та ветерансен ӳтне, чун-чěрине кăшлаççě унăн ванчěкěсем.
Ертсе пыракан 2: Сěмсěр те хаяр тăшмана-фашистла Германие хирěç Совет Союзенчи мěнпур халăх пěр çын пек пулса, чăн-чăн паттăрлăх кăтартса çапăçрě. Çавăнпах 1945 çулхи майăн 9 мěшěнче Тăван çěршывěн аслă вăрçи çěнтерӳпе вěçленчě. Вăхăт хăвăрт шăвать. Вăрçăпа тыл ветеранěсен çӳçěсем те шурса кăвакарчěç ěнтě. Шел пулин те ватă гварди йышě çулсеренех чакать.
Ертсе пыракан 1: Паян эпир сирěнпе хăйсен юнěпе Çěнтерěве çывхартнă, анчах та Çěнтерÿ залпне кěтсе илеймен, ěмěрлехех çапăçу хирне выртса юлнă паттăрсене чыслама пухăнтăмăр. Вěсем халăх асěнчен нихăçан та тухмěç.
Юрă «Священная война» янарать
Ертсе пыракан 2: Çак юрă вăрçă пуçланнă кунсенчех анлă сарăлнă. Ăна В.И..Лебедев-Кумачпа А.В.Александров çырнă. 1941 çулхи июнěн 27-мěшěнчен ку юрă фронтра та,тылра та тěп юрă пулса тăнă.
1ача:
Шутсăр пысăк мар Ерепьел ялě,
Курăнмаççě çурчěсем çăран,
Пурěпěр-шутларăм та эп халě-
Пěр çěр çын килмерě вăрçăран.
2ача:
Чун катмасăр юлнă кил çуках вăл-
Хурлăх камăн куçěнчен пăхман?!
Таврăнман Кудрявцевсен виç ывăл,
Виççěшне çухатрě ват Иван.
3ача:
Амăшě чунтан-çке тархасларě:
«Ывăлăма килех тур çавăрса!»
Пěртен-пěр ачи ун таврăнмарě,
Виличчен ылханчě вăл вăрçа.
4ача:
Çамрăк каччă,сар каччă пурччě:
Сарă çÿç - хăюллă утаман.
Хуйхăрать паянхи кун та ашшě
Пÿрчě пушанса ав юлнăран.
5ача:
Кирлě мар тек вăрçă! Пирěн сасăн
Çулăма чармалăх пур хăват.
Халăхсем кěрешěве тухсассăн
Çěр çинче яланлăх мир пулать.
6ача:
Тăван çěре фашист-хурах
Килсе хаяррăн тапăнса,
Ман асатте çапăçура
Пуç хунă- каялла чакман.
Вăл пулнă чикě хуралçи,
Сăх вилěм хупнă ун куçне.
Тăван çěршывшăн паттăр çын,
Вăл шеллемен хăй пурнăçне.
Ертсе пыракан 1: Çěнтерěве çывхартас тесен тылри халăх –хĕрарăмсем , ватă-вĕтĕ - май пурри таран фронта пулăшнă: тырă-пулă , пахча çимĕç ÿстернĕ , чăлха нуски çыхса аякри вăрçа ăсатнă. Эвакуации йĕркипе килнĕ 70 пин çын хÿтлĕх тупнă чăваш çемйисенче. Аманнисене сиплекен 17 госпиталь ĕçленĕ. Тĕпрен илсен хĕрарăмсен вăйĕпе Сăр шывĕ хĕррипе окопсем чавса хÿтĕленÿ рубежĕ тунă.
7 ача
Упăшку вăрçа тухса кайсассăн,
Юлтăн виçĕ ачапа тăрса.
Каçсерен сывлаттăн ассăн-ассăн,
Вăрттăн макăратăнчĕ выртса.
8 ача
Камăн ашшĕ ,камăн ывăл-хĕрĕ-
Пурте тытрĕç çирĕппĕн пăшал.
Сар хĕрсем те тĕрлемерĕç тĕрĕ,
Хурлăхпа шăпланчĕ пĕтĕм ял.
9ача
Сухине те турăн, акрăн, выртăн-
Пĕтĕмпех ăсатрăн фронт валли.
Кĕркунне алсиш-нуски те çыхрăн ,
Шăнасран салтак ури-алли.
10 ача
Йывăр пулчĕ. Мĕн кăна тÿсмерĕн,
Пурпĕр çÿремерĕн çемçелсе.
Çěнтерÿшĕн ним те хĕрхенмерĕн,
Çěнтерсен йăлтах пулать тесе.
11 ача
Ачусем те ÿсрĕç санăн ĕнтĕ,
Вĕренсе çын пулчĕç пĕчĕкрен.
Çитмĕл çул унтанпалла иртсен те
Мăшăрна эс çав çавах кĕтен.
Юрă______________________
Ял варринче шап-шурă палăк…
Çын чарăнать унта çитсен.
Карта… Чечек… Пĕр пĕчĕк алăк ,
Чун пăлханать шала кĕрсен.
13ача
Мĕн чухлĕ ят унта вулатпăр,
Йăлтах эпир пĕлен ятсем.
Вĕсем камне аван чухлатпăр:
Асаттесем те аттесем.
14 ача
Тахçан вĕсем пура пуранă,
ÿстернĕ ешĕл йывăçсем.
Тыр-пул пухса уйра тарланă,
Çын тулăх пурăнтăр тесе.
15 ача
Кайран… тăшмансене аркатнă
Хăрушă пушара кĕрсе,
Пире валли телей упранă,
Чакмасăр, çапăçса, тÿнсе.
Ертсе пыракан2: Халĕ вăрçăра пуç хунă ентешĕмĕрсене, тыл паттăрĕсене асăнса пĕр минут шăп тăрăпăр.
16 ача
Кам пăшалне алран ямасăр
Çÿренĕ вăрçă вутĕнче,
Тăватă çул шинель хывмасăр
Çуран шăп иртнĕ çур тĕнче.
17 ача
Кам шăл çыртса ялсем хăварнă,
Малтан ют хытă хĕснĕрен;
Кам пĕр хут мар юнне юхтарнă
Аран упраннă вилĕмрен;
18ача
Кам куçĕпе пин вилĕм курнă
Çулсем çинче, вут хирĕнче;
Кам çамрăклах ват çын пек шурнă
Хăрушă вилĕм умĕнче;
19 ача
Кам ялсенче çĕр хут тĕл пулнă
Ют пуснă чĕчĕ ачине;
Кам вăрçăра хăраххăн юлнă
Пĕр аллипе, пĕр урипе –
20 ача
Вăл нихăçан асран кăлармĕ
Хăй курнине, Хăй тÿснине.
Куç хупиччен юта каçармĕ,
Çакнах вăл пиллĕ ачине.
Юрă___________
Сӑмах илет:______
_______________________________________________________
Ертсе пыракан1: Вăрçăра хăюллăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн чăвашран тухнă 54 пин салтакпа офицер орден-медаль илме тивĕç пулнă, 65-шĕСовет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ, 11-шĕ – Мухтав орденĕн кавалерĕсем. Тылра вăй хурса фронта пулăшнăшăн 120 пин çынна «Тăван çĕршывăн аслă вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă. Чыс та мухтав вĕсене! Вилнĕ паттăрсен ятне ялан асра тытар!

Килсе хаяррăн таврăсан,
Ман асатте çапăçура
Пуç хунă- каялла чакман.
Вăл пулнă чикě хуралçи,
Сăх вилěм хупнă ун куçне.
Тăван çěршывшăн паттăр çын,
Вăл шеллемен хăй пурнăçне.
Ертсе пыракан 1: Çěнтерěве çывхартас тесен тылри халăх –хĕрарăмсем , ватă-вĕтĕ - май пурри таран фронта пулăшнă: тырă-пулă , пахча çимĕç ÿстернĕ , чăлха нуски çыхса аякри вăрçа ăсатнă. Эвакуации йĕркипе килнĕ 70 пин çын хÿтлĕх тупнă чăваш çемйисенче. Аманнисене сиплекен 17 госпиталь ĕçленĕ. Тĕпрен илсен хĕрарăмсен вăйĕпе Сăр шывĕ хĕррипе окопсем чавса хÿтĕленÿ рубежĕ тунă.
7 ача
Упăшку вăрçа тухса кайсассăн,
Юлтăн виçĕ асапа тăрса.
Каçсерен сывлаттăн ассăн-ассăн,
Вăрттăн макăратăнчĕ выртса.
8 ача
Камăн ашшĕ ,камăн ывăл-хĕрĕ-
Пурте тытрĕç çирĕппĕн пăшал.
Сар хĕрсем те тĕрлемерĕç тĕрĕ,
Хурлăхпа шăпланчĕ пĕтĕм ял.
9ача
Сухине те турăн, акрăн, выртăн-
Пĕтĕмпех ăсатрăн фронт валли.
Кĕркунне алсиш-нуски те çыхрăн ,
Шăнасран салтак ури-алли.
10 ача
Йывăр пулчĕ. Мĕн кăна тÿсмерĕн,
Пурпĕр çÿремерĕн çемçелсе.
Çěнтерÿшĕн ним те хĕрхенмерĕн,
Çěнтерсен йăлтах пулать тесе.
11 ача
Ачусем те ÿсрĕç санăн ĕнтĕ,
Вĕренсе çын пулчĕç пĕчĕкрен.
Çитмĕл çул унтанпалла иртсен те
Мăшăрна эс çав çавах кĕтен.
Юрă___________________________________________________________
12 ача
Ял варринче шап-шурă палăк…
Çын чарăнать унта çитсен.
Карта… Чечек… Пĕр пĕчĕк алăк ,
Чун пăлханать шала кĕрсен.
13ача
Мĕн чухлĕ ят унта вулатпăр,
Йăлтах эпир пĕлен ятсем.
Вĕсем камне аван чухлатпăр:
Асаттесем те аттесем.
14 ача
Тахçан вĕсем пура пуранă,
ÿстернĕ ешĕл йывăçсем.
Тыр-пул пухса уйра тарланă,
Çын тулăх пурăнтăр тесе.
15 ача
Кайран… тăшмансене аркатнă
Хăрушă пушара кĕрсе,
Пире валли телей упранă,
Чакмасăр, çапăçса, тÿнсе.
Ертсе пыракан2: Халĕ вăрçăра пуç хунă ентешĕмĕрсене, тыл паттăрĕсене асăнса пĕр минут шăп тăрăпăр.
16 ача
Кам пăшалне алран ямасăр
Çÿренĕ вăрçă вутĕнче,
Тăватă çул шинель хывмасăр
Çуран шăп иртнĕ çур тĕнче.
17 ача
Кам шăл çыртса ялсем хăварнă,
Малтан ют хытă хĕснĕрен;
Кам пĕр хут мар юнне юхтарнă
Аран упраннă вилĕмрен;
18ача
Кам куçĕпе пин вилĕм курнă
Çулсем çинче, вут хирĕнче;
Кам çамрăклах ват çын пек шурнă
Хăрушă вилĕм умĕнче;
19 ача
Кам ялсенче çĕр хут тĕл пулнă
Ют пуснă чĕчĕ ачине;
Кам вăрçăра хăраххăн юлнă
Пĕр аллипе, пĕр урипе –
20 ача
Вăл нихăçан асран кăлармĕ
Хăй курнине, Хăй тÿснине.
Куç хупиччен юта каçармĕ,
Çакнах вăл пиллĕ ачине.
Юрă______________________________________________________________
Сӑмах илет:_____________________________________________________
____________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________________