Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Пĕрремĕш кунĕнче Чăваш чĕлхи эрнине халалласа тематикăлла линейка иртрĕ. Линейкăра пиллĕкмĕшсем чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем вуларĕç.
Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхин кунне халалласа «Пĕтĕм Чăваш диктанчĕ-2017» хутшăнтăмăр: 2 вĕрентекен тата 6 вĕренекен.
Шупашкарта Чăваш чĕлхин кунне халалласа Республика шайĕнче иртекекн «Чĕрĕ сăмах» прозăлла хайлавсен конкурсĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Надежда Владимирова 2-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Класс ертўçисем класс сехечĕсенче ачасемпе Тӑван çĕр-шыв, тăван тавралăх, халăх шăпи, чӑваш ҫыннин йăли-йĕрки, чӑваш чĕлхине упрасси çинчен калаçрĕç.
Виççĕмĕшсем презентаци тата видео материалĕ урлă И.Я.Яковлев пурнăçӗпе паллашса нумай çĕннине илчĕç.
5,6-мĕш тата 9-мĕш классенче «Мĕн? Ăçта? Хăçан? вăйă иртрĕ. Ачасем икĕ ушкăна пайланчĕç: «Чăваш ачисем» тата «Çеçпĕл» çеçкисем». Ачасем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç, сăвă çаврăмĕ рифмăларĕç,
8-мĕшпе 10-мĕш классем хушшинче «Тĕлĕнтермĕш кăлтăркка» пултарулăх вăййи аван иртрĕ. Çивĕч тупăшура вуннăмĕшсем çĕнтерчĕç.
1-7-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕсене вуласа сюжетлă ўкерчĕксем ўкрчĕç. Чăваш чĕлхи çинчен кăларнă хаçат эрнипе вуламашкăн чĕнчĕ.
Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе хастар ачасене линейкăра пылак çимĕçсемпе сăйларăмăр.